Пуçламăш классенче вěренекен ачасен пуплев культурине аталантармалли мелсем

Автор работы: Пользователь скрыл имя, 24 Апреля 2013 в 10:50, лекция

Описание работы

Пуçламăш классенче вěрентмелли тěп чěлхе – тăван чěлхе. Ăна вěрентсе пынă май учитель ачасене чěлхе законěсемпе паллаштарать, чăвашла калаçма, çырма вěрентет. Кунсăр пуçне вěсен пуплев культурине те аталантарать. Пуплев культурине пěлни ачасен пěтěмěшле пěлěвне ÿстерет, вěсене пěр-пěринпе хутшăнма, шухăшсене анлă та тěрěс пěлтерме пулăшать.

Файлы: 1 файл

Пуçламăш.docx

— 26.15 Кб (Скачать файл)

Пуçламăш классенче вěренекен ачасен пуплев культурине аталантармалли мелсем

 

Пуçламăш классенче вěрентмелли тěп чěлхе – тăван чěлхе. Ăна вěрентсе пынă май учитель ачасене чěлхе законěсемпе паллаштарать, чăвашла калаçма, çырма вěрентет. Кунсăр пуçне вěсен пуплев культурине те аталантарать. Пуплев культурине пěлни ачасен пěтěмěшле пěлěвне ÿстерет, вěсене пěр-пěринпе хутшăнма, шухăшсене анлă та тěрěс пěлтерме пулăшать.

 

Юлашки вăхăтра журналсемпе хаçатсенче тăван чĕлхене хисеплеме, унăн тасалăхĕпе тирпейлĕхне упрама, пуплев культурине ÿстерме чĕнсе çырнă статьясемпе тĕрленчĕксем тăтăшах пичетленсе пыраççĕ. Вĕсен тĕп шухăшĕ пĕр евĕрлĕрех: «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», «Тăван чĕлхе çÿп-çапсăр пултăр», «Чăвашла манас марччĕ» т. ыт. те. Чăнах та, çакăн пек калама сăлтавсем те пур: кулленхи калаçура, уйрăмах ачасен пуплевĕнче «Папăпа мама кайрĕç», «Дядя хуларан килчĕ», «Бабушка алсиш çыхать» тесе каланине час-часах илтме пулать.

 

Тăванлăх терминĕсем пирĕн чĕлхере йышлă. Шел те ĕнтĕ, юлашки 30-40 çул хушшинче унашкал сăмахсенчен хăшне-пĕрне манма пуçларăмăр. Паллах, ку вăл – тăван чĕлхемĕрĕн тасалăхĕпе тирпейлĕхне пăсакан туртăм.

 

Кашни çыннăн хăйĕн тăванлăх терминĕсене лайăх пĕлмелле, вĕсемпе кирлĕ чухлĕ усă курмалла. Унсăр пуçне кашнинех пĕр-пĕрне тĕрĕс сывлăх сунма , сыв пуллашма, çынсене пĕр-пĕринпе паллаштарма, тав тума тата айăп тунăшăн каçару ыйтма пĕлмелле.

 

Кашни ачан пуплевĕн, хăйне тантăшĕсемпе, çитĕннĕ çынсемпе тĕрĕс те сăпайлăн тытассин культурин никĕсне вара пуçламăш класра тăсмалла.

 

Юлашки çулсенче методистсем пуплев культурине аталантарасси çине тимлě пăхаççě. Мěншěн тесен пуплев культури – çыннăн пěтěмěшле культурин пěр енě. Вăл чěлхе мелěсемпе – сăмахсемпе тата фразеологизмсемпе, грамматика формисемпе тата синтаксис конструкцийěсемпе тěрěс усă курассине, пуплевре шухăшсене пěр-пěринпе килěшÿллě çыхăнса пырассине, калаçнă чухне пуплев ситуацине, кампа пупленине, калаçăва хутшăнакансен кăмăл-туйăмне шута илессине, йăлăхтармăш сăмахсемпе пуплеве кичемлетсе ярасран асăрханассине, калас шухăша витěмлěх кÿрессине тата ытти те пěлтерет.

 

Пуплев культурине ÿстересси – шкул умěнче тăракан тěп задачăсенчен пěри.Учителěн вěрентекенсене чăваш чěлхин пуянлăхěпе паллаштармалла, вěсене йěркеллě, тěрěс калаçма хăнăхтарса пымалла. Ачасен калаçăвě тарăн шухăшлă пулмалла, учительсен çав ěçе кирлě пек тимлěн туса пымалла. Сăмаха каласа хуриччен шухăшласа илме пěлмелле. Шухăшласа калассине пěрремěш класран пуçласах хăнăхтарса пымалла. Сăмах йышě пуян пулни шухăша калама çăмăллатать.

 

Учителěн ачасен чěлхинчи сăмахсене йěркеллě çыхăнтарса предложении тума пěлмелле.

 

Сăмахсен пěлтерěшне ăнланни, вěсен уйрăмлăхне тупни ěçе çăмăллатать.Ачасене ăнланмалла каласа пама вěрентмелле. «Турилкке çинче çăкăр хучě», «сěтел çинче апат çиет», «аннерен леш енпе аппа ларчě» тесе калани тěрěс пулмасть.

 

Çав вăхăтрах учителěн вěренекенсене чěлхери вульгаризмсемпе тата диалект сăмахěсемпе усă курасран асăрхаттармалла, майěпен литература чěлхипе усă курма хăнăхтарса пымалла. Çыхăнуллă калама вěрентесси те паллă вырăн йышăнать. Ун пек калаçăва тěслěхсемпе кăтартмалла, ачасене сăнарлă калаçма хăнăхтармалла. Сочиненисенче, тухса каланă сăмахсенче çавăн пек илемлě, сăнарлă сăмах майлашěвěсемпе усă курма вěрентмелле.

 

Ачасене сасăсене, сăмахсемпе предложенисене тěрěс калама хăнăхтармалла; хăвăрт, васкаса калани вырăнсăр пулать; сăмахри ударение тěрěс тумалла,предложенисене кирлě интонаципе калаттармалла.

 

Пуплев культурине аталантарас тĕлĕшпе чăваш тĕпчевçисем А. Е. Горшков, В. Г. Егоров, А. С. Канюкова, Л. П. Сергеев, И. П. Павлов, Н. П. Петров; вырăс тĕпчевçисем: Б. Н. Головин, Л. И. Скворцов т. ыт. те ĕçленĕ.Анчах та чăваш шкулĕсен пуçламăш класĕсем валли ятарласа тĕпчевсем туман пирки, çак классенче вĕренекенсен пуплев культурине аталантарасси актуаллă ĕç шутланать.

 

Вырăссен чаплă педагогĕ К. Д. Ушинский каларĕшле: «Пуçламăш шкулти кашни вĕренÿ предмечĕ тăван чĕлхепе, ăна аталантарассипе тачă çыхăннă: ăна сăвă вĕренет-и, е ÿкерчĕк тăвать-и, тĕрлĕ япала ăсталать-и – вăл калаçать, хăй ăссĕн пуплет, ĕçе планлать, савăнать».

 

Математика, физкультура, музыка урокĕсенче те, ÿкерме ĕçлеме вĕрентнĕ май та ачасен пуплевне аталантарас ĕçе нумай енлĕн йĕркелесе пымалла. Çак уроксенче те ачасене пуплев культурине хăнăхтарса пымалла.

 

Çакăнпа пĕрлех кашни учителĕн тăван чĕлхе урокĕсене пысăк ăсталăхпа, тухăçлă ирттерме тăрăшмалла.

 

Пуçламăш классем валли хатĕрленĕ чăваш чĕлхи программинче кăтартнă тĕп задачисенчен пĕри вăл – ачасен калаçăвĕпе çырăвне аталантарасси, вĕсен пуплев культурине ÿстересси.

 

Статьяна çырнă чухне çакăн пек шухăшсем çуралчĕç: ачасен пуплев культурине аталантарас тĕлĕшпе вĕрентекенĕн мĕн вăй çитнĕ таран, тĕрлĕрен мелсем усă курса ĕçлемелле.

 

2008-2009 вĕренÿ çулĕн виççĕмĕш чĕрĕкĕ вăхăтĕнче эпир Етĕрне районĕнчи Чирĕккасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăваттăмĕш класра вĕренекен ачасен пуплев культурине тĕрĕслерĕмĕр. Янăмри вăтам шкулта вĕрентекен эпир сĕннĕ материала уроксенче анлă усă курса ĕçлерĕ. Чирĕккасси вăтам шкулта яланхи евĕрлех ĕçлерĕç. Пуплев культурин шайне тĕрĕслес тĕллевпе эпир вĕрентекенсене уроксенче вăйăсене, хăнăхтарусене, ĕçсене кĕртме сĕнтĕмĕр. Тĕрĕслев ĕçĕ çакна кăтартса пачĕ:

 

Экспериментлă класра пуплев тĕрĕслĕхĕ – 66%, пуплев сăнарлăхĕ – 72%, пуплев логикăлăхĕ – 92%, пуплев пуянлăхĕ – 83%.

 

Контрольлĕ класра пуплев тĕрĕслĕхĕ – 54%, пуплев сăнарлăхĕ – 63%, пуплев логикăлăхĕ – 78%, пуплев пуянлăхĕ – 76%.

 

Çакă паллă пулчĕ: экспериментлă класра вĕрентÿ ĕçне ачасен интересĕсене, пурнăç опытне тĕпе хурса йĕркеленĕ тĕрлĕ вăйăсем, хăнăхтарусем кĕртни чăнахах та вĕсен пуплев культурине ÿстерме май парать.

 

Анчах та учитель тăрăшни çителĕксĕр, ашшĕ-амăшĕсен те çак ĕçре сахал мар вăй хумалла. Ачасене юмахсем, пĕчĕк хайлавсем вуласа пама ÿркенмелле мар. Ку ĕç ачана шкулта вĕренме пулăшать. Камăн ашшĕ-амăшĕ ачасемпе ĕçлет, тĕрлĕ вăйăсем вылять, çав ачасен пуплев культури те çăмăллăн анлăланать.

 

Вĕрентекенĕн ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупмаллах, вĕсен хушшинче çирĕп, туслă çыхăну пулсан кăна ачасен пуплевне кирлĕ пек аталантарма пулăшать.

 

Ачасен пуплев культурине ÿстерсе пырас тĕллеве пурнăçлас тесен учителĕн вĕренекенсемшĕн яланах тĕслĕх пулмалла: таса, тĕрĕс, уçăмлă, илемлĕ чĕлхепе калаçма пĕлмелле. Çавăн чухне кăна вĕрентекен ачасене тăван чĕлхене юратма, унпа тĕрĕс усă курма вĕрентсе пыма пултарать.

 

Çапла вара, кашни ачан пуплев культурин никĕсне пуçламăш класра хывмалла.

 

 

 

 

 

 

Головин, Б. Н. Основы культуры речи/ Б. Н. Головин. – М., 1988. – 335 с.

 

Горшков, А. Е. Чăваш чĕлхи: лексика, фразеологи, пуплев культури: Вĕренÿ пайĕ/ А. Е. Горшков. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1997. – 159 с.

 

Канюкова, А. С. Чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçар/ А. С. Канюкова. – Шупашкар. – 1968. – 36с.


Информация о работе Пуçламăш классенче вěренекен ачасен пуплев культурине аталантармалли мелсем